Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пысӑк пушар пулнӑ – «Хмпромра» ҫулӑм тухнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Паян 13 сехетре иртен-ҫӳрен тӳпенелле хура тӗтӗм хӑпарнине, вӑл темӗнле шӑршлӑ пулнине асӑрханӑ. «Сывлама ҫук», - пӗлтернӗ Татьяна. «Пластик ҫуннӑ шӑршӑ», - тенӗ Николай, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаканскер. Надежда вара ҫапла пӗлтернӗ: «Хлор шӑрши кӗме тытӑнчӗ. Чӳречесене хупӑр».
14 сехет те 15 минутра пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. Унта 12 техника, 36 ҫын хутшӑннӑ.
ЧР Транспорт министерстви виҫӗ маршурт валли перевозчик шыранине пӗлтернӗ. Ку «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрута пырса тивет.
Тӳре-шара 101С, 234, тата 270-мӗш маршуртсем тӗлӗшпе уҫӑ конкурс ирттеме йышӑннӑ. Унта хутшӑнса ҫӗнтерекенӗн маршрута пысӑк тата вӑтам класлӑ автобуссем кӑлармалла.
Заявкӑсене утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Сӑмах май, 101, 65, 3, 22, 30 тат 33-мӗш маршрутсем валли те перевозчик шыраҫҫӗ.
«Чӑвашавтотранс» предприятин Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалне 162 миллион тенкӗпе сутса ярӗҫ. Панкрут-предприятин куҫакан тата куҫман пурлӑхне виҫӗ лотпа сутма палӑртнӑ.
Чи пысӑк лотшӑн 106,5 миллион тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Унта администраципе йӑла корпусӗ, тӗрӗслевпе пропуск пункчӗ, туса пӗтермен пӗр хутлӑ ҫурт, электричество мелӗпе ӑшӑтмалли лини, эстакада-полигон, канализаци, 36,7 пин тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкне арендӑна илесси тата куҫман пурлӑх кӗрет.
Иккӗмӗш лот хакӗ — 18,2 миллион тенкӗ. Кунта – ҫу заправкин пункчӗ, пурӑнмалли мар ҫурт, уҫӑ стоянка, 7,5 пин тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ.
Виҫҫӗмӗш лот хакӗ — 37 миллион тенкӗ. Кунта уҫӑ тата хупӑ стоянкӑсем, ӑшӑ узелӗ, 10,6 пин тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ, насос установки тата куҫман пурлӑх кӗрет.
«Чӑвашавтотранс» предприятие 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче панкрут тесе йышӑннӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти филиала сутма темиҫе хут та хӑтланса пӑхнӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Партас ялӗнче пушар пулнӑ. Унта ҫурт тӑрри ҫуннӑ.
Ҫулӑм тухнине кӑнтӑрла ҫитеспе, 11 сехетре, асӑрханӑ. Йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Юрать-ха, йӑлтах кӗлленмен, тӑрри ҫеҫ сиенленнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ачасем шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта та пушар алхаснӑ. Терешкова урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра хваттер ҫунма пуҫланӑ. Шалти отделка сиенленнӗ, сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ. Ӗҫ-пуҫа малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Эдуард Геннадьевич Тумановран ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе сас-хура ҫук. Вӑл пулла кайнӑ та ҫухалнӑ. Ӑна виҫҫӗмӗш эрне ӗнтӗ шыраҫҫӗ.
Арҫынна Мари Элте шыраҫҫӗ. 42-рискер кӳршӗ республикӑна пулла кайнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле камуфляж куртка, ҫавӑн пекех шӑлавар, симӗс тӗслӗ атӑ пулнӑ.
Эдуард Туманов 178 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ. Ҫӳҫӗ ҫутӑрах, кӗске, куҫӗ кӑвак. Пулла кайнӑ чухне сарӑ футболка, тӗттӗм кӑвак шорты, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ун пирки мӗн те пулин пӗлсен 8 (800) 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Чӑваш Енре электросамокатпа ярӑнса ҫын вилнӗ. Кунашкалли пирӗн патра пӗрремӗш хутчен пулнӑ.
Ку ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. Арҫын электросамокатпа пынӑ чухне ӳкнӗ те шӑп пандус ҫине ҫапӑннӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, унта вӑл пӗр эрне выртнӑ хыҫҫӑн вилнӗ. Самокатӑн хӑвачӗ 250 ватт ытла пулнӑ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем самокатсен тӗлӗшпе рейд ирттерме палӑртнӑ. Иртнӗ кунсенче 18 ҫынна штрафланӑ. Вӗсем тротуарпа мар, ҫулпа пынӑ сӑмах май, самокатсемпе ярӑнса аяк пӗрчисене хуҫнӑ тӗслӗхсем те пулнӑ.
Канмалли кунсенче пилӗк ҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳксе шар курнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем. Кун пирки Катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтерет.
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 8 ҫулти арҫын ача йывӑҫ ҫинчен ӳксе пульницӑна лекнӗ. Ҫав кунах Ҫӗнӗ Шупашкарта иккӗмӗш хутри чӳречерен 1 ҫулти ача тухса ӳкнӗ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ҫӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта 43 ҫулти арҫын чӳречерен тухса ӳкнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу бригади пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл унта вилнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Сосновкӑра, Шупашкар районӗнче арҫынсем ҫурт тӑрринчен ӳкнӗ. Вӗсем те пульницӑна лекнӗ. Шупашкарта виҫҫӗмӗш хутран ӳкнӗ арҫын реанимацире выртать.
Паян Чӑваш Енре тӗрлӗ ведомствӑпа организацири пысӑк вырӑнсене йышӑнма темиҫе ҫынна должноҫре ҫирӗплетнӗ. Чӑваш Республикин граждан оборонин тата инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ пулма, акӑ, Сергей Павлова шаннӑ.
Сергей Геннадьевич маларах Ҫӗнӗ Шупашкарти «Гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру управленийӗ» хысна учрежденийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Сергей Павлов ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. ГКЧС комитетне, сӑмах май каласан, Шалти ӗҫсен министерствинче тимленӗ Олег Яковлев ертсе пырать.
Чӑваш Республикин Граждан оборонин тата инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ пулма ӑна паян регион ертӳҫи Олег Николаев ҫирӗплетнӗ.
Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю. Гагарин ячӗллӗ вулавӑшра «Вучах» литература клубне пуҫтарӑннӑ. Унта Светлана Асамат поэтпа, композиторпа, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе, Раҫҫей Писательсен союзӗн, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗпе, Чӑваш Енри композиторсен ассоциацийӗн пайташӗпе тӗл пулнӑ.
Литература клубне пухӑннӑ учительсем, пур енлӗ пултаруллӑ ҫыннӑн ӑсталӑхне хаклакансем Светлана Асаматӑн «Ҫӑка ҫеҫки ҫурӑлсан» кӗнекине хӑтланӑ.
Светлана Васильевна хӑйӗн ҫинчен каласа кӑтартнӑ, литература клубне пухӑннисен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Ҫӗнӗ кӗнекери кӗске калавсенче ҫыравҫӑ чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне, унӑн шухӑшлавне, ӑс-хакӑлне кӑтартса пама панӑ.
Юлашки ҫулсенче ҫынсем электросамокатпа ҫӳрме хӑнӑхса кайрӗҫ. Анчах унпа ҫӳреме те пӗлмелле.
ҪҪХПи пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Коммунистсен урамӗнче йӗрке хуралҫисем электросамокат водительне чарнӑ. Транспортӑн хӑвачӗ 0,5 кВт пулнӑ. Водителӗн вара ку транспортпа ҫӳреме ирӗк паракан права пулман.
Ведомство Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑ тесе протокол ҫырнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Евдокимов Николай Евдокимович, xӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни вилнӗ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин иккӗмӗш президенчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |